четверг, 27 октября 2011 г.

Сӗнтӗрвӑрри караван

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӗлхе фестивалӗн караван. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулчӗ. Гимнази администрациӗ ют ҫӗр-шыв халӑхӗсене питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, вӗсене валли пӗчӗк экскурси ирттерчӗ. Каярахпа хӑнасене 10-мӗш классра вӗренекенсемпе паллаштарчӗҫ, вӗсем 3 чӗлхе ҫинче юрӑ юрласа пачӗҫ, ҫаплах вӗсем хӑйсен тӑван хулипе шкул историне каласа пачӗҫ,ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем хӑнасене сӑмах пачӗҫ. Караван руководителӗ — Екатерина Предаченко Чӗлхе фестивалӗн тӗп тӗллевӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Егор Федоров — тӑлмач, вӗренекенсем хушшинче лингвистика конкурсӗ ирттерчӗ, тӗрӗс хурав панӑшӑн пӗчӗк парнесем парнелерӗ. Викторинӑна ирттернӗ хыҫҫӑн чӗлхе презентацисем пуҫланчӗҫ. Челхе фестивалӗ хӑйӗнпе пӗрле тӗрлӗ хӑнасене илсе килчӗ, вӗсем хушшинче: Мартына Лукасик-поляк чӗлхи: Яспер Дамэн-нидерланд чӗлхи: Массимо Рипани-итали чӗлхи: Эмиль Насиров-азербайджан чӗлхи: тата Ян Шредер-немӗҫ чӗлхи. Презентацисене ачасем питӗ килӗштерчӗҫ: вӗсем вӗҫленсен администраципе пӗрле нумай тав сӑмахӗ каларӗҫ.

вторник, 18 октября 2011 г.

Лебедев ячӗллӗ наци лицейри караван

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗлхе Фестивальӗн пӗрремӗш караванӗсем Чӑваш Республикинчи шкулсене каяма тытӑнчӗҫ. Пӗр караван Кукеҫ шкулне кайса курчӗ, тепри вара Шупашкарти Лебедев ячӗллӗ наци лицейне пырса ҫитрӗ? Карван пӗрремӗш пайӗнче тӗп ӗҫе ертсе пыракан Александр Блинов викторина ирттерчӗ, йытусене хастар хуравлакан ачасене печек парне пачӗ.
Кӑҫал лицей ачисене нимӗҫ, азербайджан, фанг, поляк чӗлхисемпе паллаштарма май килчӗ. Нимӗҫ чӗлхипе ачасене паллӑ чӑваш юрӑҫи Ян Шредер тата Германирен нумай вӑхӑтлха килнӗ волонтер Патрик Фозен паллаштарчӗҫ. Азербайджан чӗлхи ҫинчен Эмиль Насиров, фанг челхи пирки Нгог Алене Хосе Луис питӗ кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. Поляк чӗлхи пирки вара ачасене Польшӑран нумай вӑхӑтлӑха килнӗ волонтер Мартына Лукасик тӗплен ӑнлантарса пачӗ. Ҫак кӗске кӑна чӗлхе презентацисем ачасене питӗ килӗшрӗҫ, чунӗсенче ют чӗлхесене вӗренес туртӑма аталантарчӗҫ. Лицей ачисем ют чӗлхесемпе паллаштаракансене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ, тепӗр ҫул та хӑйсем патне хӑнана пыма ыйтрӗҫ.

суббота, 8 октября 2011 г.

16-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ 5-мĕш гимназире иртĕ

Кăçал Чĕлхе Фестивалĕн тĕп презентацисем 5-мĕш гимназире иртĕç (Президент бульварĕ çинче вырнаçнă).

Педуниверситетра вара эрнекун 21-мĕшенче тĕп корпусра Чĕлхе Ăмăрту пулĕ.

Çитес тĕл пулу фестиваль йеркелекен комитечĕ шăматкун 16:00 сехетре “Язык для Успеха” ют чĕлхесене шкулен çĕнĕ офисре иртĕ (Горький урамĕ 5/2, Институт Образования чарăну). Пулăшма хатĕр çынсене фестиваль ирттерме чĕнетпĕр!

Алпарух Пелем