вторник, 18 октября 2011 г.

Лебедев ячӗллӗ наци лицейри караван

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗлхе Фестивальӗн пӗрремӗш караванӗсем Чӑваш Республикинчи шкулсене каяма тытӑнчӗҫ. Пӗр караван Кукеҫ шкулне кайса курчӗ, тепри вара Шупашкарти Лебедев ячӗллӗ наци лицейне пырса ҫитрӗ? Карван пӗрремӗш пайӗнче тӗп ӗҫе ертсе пыракан Александр Блинов викторина ирттерчӗ, йытусене хастар хуравлакан ачасене печек парне пачӗ.
Кӑҫал лицей ачисене нимӗҫ, азербайджан, фанг, поляк чӗлхисемпе паллаштарма май килчӗ. Нимӗҫ чӗлхипе ачасене паллӑ чӑваш юрӑҫи Ян Шредер тата Германирен нумай вӑхӑтлха килнӗ волонтер Патрик Фозен паллаштарчӗҫ. Азербайджан чӗлхи ҫинчен Эмиль Насиров, фанг челхи пирки Нгог Алене Хосе Луис питӗ кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. Поляк чӗлхи пирки вара ачасене Польшӑран нумай вӑхӑтлӑха килнӗ волонтер Мартына Лукасик тӗплен ӑнлантарса пачӗ. Ҫак кӗске кӑна чӗлхе презентацисем ачасене питӗ килӗшрӗҫ, чунӗсенче ют чӗлхесене вӗренес туртӑма аталантарчӗҫ. Лицей ачисем ют чӗлхесемпе паллаштаракансене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ, тепӗр ҫул та хӑйсем патне хӑнана пыма ыйтрӗҫ.

Комментариев нет:

Отправить комментарий