пятница, 19 октября 2012 г.

Пресс-релиз

«Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ» пĕрлешӳ
Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ
(Шупашкар, 2012 ç. юпа 20 ‒ 21-мĕшĕ
Пресс-релиз
2012 ç. юпан 20 ‒ 21-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртет. Фестивале Раççейпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата республикăмăрăн вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркелет. Информаци ĕçне туса пыма «Энтри» типографи пулăшать.
Фестиваль хăнисем:
  • Татьяна Борисовна Агранат, Мускав, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аслă ăслăлăх ĕçлевçи;
  • Ирина Владимировна Самарина, Мускав, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн чĕлхе хутшăнăвĕсене тишкерекен центрĕн ĕçлевçи;
  • Арцём Федоринчик, Украина, Кейӳ, чĕлхеçĕ;
  • Михаил Хаминский, Мускав, чĕлхеçĕ, Мускаври чĕлхе фестивалĕн йĕркелӳçи;
  • Реми Буасона, Франци, волонтерсен пĕтĕм тĕнчери программин ĕçĕ-хĕлне хутшăнаканĕ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуçаруçи;
  • Полин Колен, Франци, волонтер.
Кăçал фестивальте 40 яхăн чĕлхепе паллаштарма палăртнă, çав шутра авалхи вырăс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕ, араб, Балтика тăрăхĕнчи сайра усă куракан финн чĕлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пĕтĕмĕшле паллаштару), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идеецсен чĕлхи (пĕтĕмĕшле паллаштару), каталон, китай, латин, нидерланд, нимĕç, руна, словак, таджик, турккă, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чĕлхисем (пĕтĕмĕшле паллаштару), финн, француз, чăваш, эди (Папуа Çĕнĕ Гвинея), эсперанто, яппун.
17-мĕш чĕлхе фестивалĕ шкул ачисемпе студентсемшĕн кăна мар, тĕпчевçĕсемшĕн те кăсăк пулма тивĕçлĕ. Калифорнири индеецсен тата Папуа Çĕнĕ Гвинейăра усă куракан эди чĕлхи çинчен Фулбрайт программа стипендиачĕ Кейт Линн Линдси (АПШ) каласа парĕ. Финляндипе Вьетнам чĕлхисем çинчен Раççей ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçлевçисем Ирина Самаринăпа Татьяна Агранат пĕлтерĕç. Татьяна Агранат каланă тăрăх, çитес вăхăтра çĕр çинчи мĕн пур чĕлхерен 80 проценчĕ таран пĕтме пултарать. Чĕлхепе пĕрлех пайăр культура сийĕ çухалать. Арцём Федоринчик лекцийĕсем чĕлхе кун-çулĕ, вăл тĕнчене мĕнлерех сăнарлани тата ют чĕлхе янравлăхне пирĕн хăлхамăр еплерех хаклани çинчен пулĕç. Фестиваль тата Александр Блинов хатĕрленĕ «Пин те пĕр сăмах» чăвашла кĕнекепе паллаштарĕ. Ку кĕнеке пирки «Чĕлхе фестивалĕ» кăларăмра та каласа кăтартнă. Асăннă журналта тĕнчери чĕлхе тĕрлĕлĕхне çырса кăтартнă. Ăна фестивале хутшăнакан кашни çыннах парĕç. Журнала Раççейри экономика министерствин укçи-тенкипе пичетленĕ.
Юпан 12-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарпа республикăри виçĕ районта чĕлхе караванĕ пуçланнă. Улатăр, Тăвай, Элĕк тата Шупашкар ачисем французпа испан, фангпа эсперанто, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕпе турккă, словакпа нидерланд чĕлхипе паллашнă. Презентаторĕсем ‒ Францирен килнĕ Реми Буасонпа Полин Колен, çамрăксен «Содружество» центрĕнче ĕçлекен Бранислав Миттерпа Анук Вейн волонтерсем.
Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕшĕн Швецири Уппсала хулинче вырнаçнă эсперанто издательстви ярса панă кĕнекесем ырă кĕтменлĕх пулчĕç. Вĕсене эпир Чăваш Республикин наци библиотекине, Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекине, Çĕмĕрлепе Самар эсперантисчĕсене валеçсе парăпăр.

Комментариев нет:

Отправить комментарий