пятница, 19 октября 2012 г.

Тĕп программа


Юпан 20-мĕшĕ (шăмат кун)
14.00 ‒ 15.15 ‒ фестиваль пуçламăшĕ, Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ
15.30 ‒ 16.15 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 1-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти
16.30 – 17.15 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 2-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти
17.30 ‒ 18.15 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 3-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти

Юпан 21-мĕшĕ (вырсарни кун)
11.00-11.45 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 4-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти
12.00-12.45 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 5-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти
13.00-13.45 ‒ чĕлхепе паллаштарни, 6-мĕш сыпăк, ЧППУ 5-мĕш хуралти
14.00-14.45 ‒ фестивале вĕçлени, Ухсай Яккăвĕн Культура керменĕ
14.45-16.00 ‒ тĕрлĕ чĕлхеллĕ концерт, Ухсай Яккăвĕн Культура керменĕ

Пресс-релиз

«Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ» пĕрлешӳ
Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ
(Шупашкар, 2012 ç. юпа 20 ‒ 21-мĕшĕ
Пресс-релиз
2012 ç. юпан 20 ‒ 21-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртет. Фестивале Раççейпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата республикăмăрăн вĕрентӳ министерствисем, «Ăнăçулăх чĕлхи» ют çĕр-шыв чĕлхисен шкулĕ тата «Хавал» пĕрлешӳ пулăшнипе Чăваш Республикин çамрăксен Эсперанто ассоциацийĕ йĕркелет. Информаци ĕçне туса пыма «Энтри» типографи пулăшать.
Фестиваль хăнисем:
  • Татьяна Борисовна Агранат, Мускав, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн аслă ăслăлăх ĕçлевçи;
  • Ирина Владимировна Самарина, Мускав, Раççейри ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн чĕлхе хутшăнăвĕсене тишкерекен центрĕн ĕçлевçи;
  • Арцём Федоринчик, Украина, Кейӳ, чĕлхеçĕ;
  • Михаил Хаминский, Мускав, чĕлхеçĕ, Мускаври чĕлхе фестивалĕн йĕркелӳçи;
  • Реми Буасона, Франци, волонтерсен пĕтĕм тĕнчери программин ĕçĕ-хĕлне хутшăнаканĕ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуçаруçи;
  • Полин Колен, Франци, волонтер.
Кăçал фестивальте 40 яхăн чĕлхепе паллаштарма палăртнă, çав шутра авалхи вырăс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕ, араб, Балтика тăрăхĕнчи сайра усă куракан финн чĕлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пĕтĕмĕшле паллаштару), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идеецсен чĕлхи (пĕтĕмĕшле паллаштару), каталон, китай, латин, нидерланд, нимĕç, руна, словак, таджик, турккă, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чĕлхисем (пĕтĕмĕшле паллаштару), финн, француз, чăваш, эди (Папуа Çĕнĕ Гвинея), эсперанто, яппун.
17-мĕш чĕлхе фестивалĕ шкул ачисемпе студентсемшĕн кăна мар, тĕпчевçĕсемшĕн те кăсăк пулма тивĕçлĕ. Калифорнири индеецсен тата Папуа Çĕнĕ Гвинейăра усă куракан эди чĕлхи çинчен Фулбрайт программа стипендиачĕ Кейт Линн Линдси (АПШ) каласа парĕ. Финляндипе Вьетнам чĕлхисем çинчен Раççей ăслăлăх академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕн ĕçлевçисем Ирина Самаринăпа Татьяна Агранат пĕлтерĕç. Татьяна Агранат каланă тăрăх, çитес вăхăтра çĕр çинчи мĕн пур чĕлхерен 80 проценчĕ таран пĕтме пултарать. Чĕлхепе пĕрлех пайăр культура сийĕ çухалать. Арцём Федоринчик лекцийĕсем чĕлхе кун-çулĕ, вăл тĕнчене мĕнлерех сăнарлани тата ют чĕлхе янравлăхне пирĕн хăлхамăр еплерех хаклани çинчен пулĕç. Фестиваль тата Александр Блинов хатĕрленĕ «Пин те пĕр сăмах» чăвашла кĕнекепе паллаштарĕ. Ку кĕнеке пирки «Чĕлхе фестивалĕ» кăларăмра та каласа кăтартнă. Асăннă журналта тĕнчери чĕлхе тĕрлĕлĕхне çырса кăтартнă. Ăна фестивале хутшăнакан кашни çыннах парĕç. Журнала Раççейри экономика министерствин укçи-тенкипе пичетленĕ.
Юпан 12-мĕшĕнчен пуçласа Шупашкарпа республикăри виçĕ районта чĕлхе караванĕ пуçланнă. Улатăр, Тăвай, Элĕк тата Шупашкар ачисем французпа испан, фангпа эсперанто, акăлчан чĕлхин Америка варианчĕпе турккă, словакпа нидерланд чĕлхипе паллашнă. Презентаторĕсем ‒ Францирен килнĕ Реми Буасонпа Полин Колен, çамрăксен «Содружество» центрĕнче ĕçлекен Бранислав Миттерпа Анук Вейн волонтерсем.
Пĕтĕм тĕнчери 17-мĕш чĕлхе фестивалĕшĕн Швецири Уппсала хулинче вырнаçнă эсперанто издательстви ярса панă кĕнекесем ырă кĕтменлĕх пулчĕç. Вĕсене эпир Чăваш Республикин наци библиотекине, Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекине, Çĕмĕрлепе Самар эсперантисчĕсене валеçсе парăпăр.

четверг, 27 октября 2011 г.

Сӗнтӗрвӑрри караван

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӗлхе фестивалӗн караван. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулчӗ. Гимнази администрациӗ ют ҫӗр-шыв халӑхӗсене питӗ ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, вӗсене валли пӗчӗк экскурси ирттерчӗ. Каярахпа хӑнасене 10-мӗш классра вӗренекенсемпе паллаштарчӗҫ, вӗсем 3 чӗлхе ҫинче юрӑ юрласа пачӗҫ, ҫаплах вӗсем хӑйсен тӑван хулипе шкул историне каласа пачӗҫ,ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем хӑнасене сӑмах пачӗҫ. Караван руководителӗ — Екатерина Предаченко Чӗлхе фестивалӗн тӗп тӗллевӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Егор Федоров — тӑлмач, вӗренекенсем хушшинче лингвистика конкурсӗ ирттерчӗ, тӗрӗс хурав панӑшӑн пӗчӗк парнесем парнелерӗ. Викторинӑна ирттернӗ хыҫҫӑн чӗлхе презентацисем пуҫланчӗҫ. Челхе фестивалӗ хӑйӗнпе пӗрле тӗрлӗ хӑнасене илсе килчӗ, вӗсем хушшинче: Мартына Лукасик-поляк чӗлхи: Яспер Дамэн-нидерланд чӗлхи: Массимо Рипани-итали чӗлхи: Эмиль Насиров-азербайджан чӗлхи: тата Ян Шредер-немӗҫ чӗлхи. Презентацисене ачасем питӗ килӗштерчӗҫ: вӗсем вӗҫленсен администраципе пӗрле нумай тав сӑмахӗ каларӗҫ.

вторник, 18 октября 2011 г.

Лебедев ячӗллӗ наци лицейри караван

Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӗлхе Фестивальӗн пӗрремӗш караванӗсем Чӑваш Республикинчи шкулсене каяма тытӑнчӗҫ. Пӗр караван Кукеҫ шкулне кайса курчӗ, тепри вара Шупашкарти Лебедев ячӗллӗ наци лицейне пырса ҫитрӗ? Карван пӗрремӗш пайӗнче тӗп ӗҫе ертсе пыракан Александр Блинов викторина ирттерчӗ, йытусене хастар хуравлакан ачасене печек парне пачӗ.
Кӑҫал лицей ачисене нимӗҫ, азербайджан, фанг, поляк чӗлхисемпе паллаштарма май килчӗ. Нимӗҫ чӗлхипе ачасене паллӑ чӑваш юрӑҫи Ян Шредер тата Германирен нумай вӑхӑтлха килнӗ волонтер Патрик Фозен паллаштарчӗҫ. Азербайджан чӗлхи ҫинчен Эмиль Насиров, фанг челхи пирки Нгог Алене Хосе Луис питӗ кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. Поляк чӗлхи пирки вара ачасене Польшӑран нумай вӑхӑтлӑха килнӗ волонтер Мартына Лукасик тӗплен ӑнлантарса пачӗ. Ҫак кӗске кӑна чӗлхе презентацисем ачасене питӗ килӗшрӗҫ, чунӗсенче ют чӗлхесене вӗренес туртӑма аталантарчӗҫ. Лицей ачисем ют чӗлхесемпе паллаштаракансене пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ, тепӗр ҫул та хӑйсем патне хӑнана пыма ыйтрӗҫ.

суббота, 8 октября 2011 г.

16-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ 5-мĕш гимназире иртĕ

Кăçал Чĕлхе Фестивалĕн тĕп презентацисем 5-мĕш гимназире иртĕç (Президент бульварĕ çинче вырнаçнă).

Педуниверситетра вара эрнекун 21-мĕшенче тĕп корпусра Чĕлхе Ăмăрту пулĕ.

Çитес тĕл пулу фестиваль йеркелекен комитечĕ шăматкун 16:00 сехетре “Язык для Успеха” ют чĕлхесене шкулен çĕнĕ офисре иртĕ (Горький урамĕ 5/2, Институт Образования чарăну). Пулăшма хатĕр çынсене фестиваль ирттерме чĕнетпĕр!

Алпарух Пелем

воскресенье, 17 октября 2010 г.

15-мĕш Чĕлхе Фестивалĕ ĕçлеме пуçларĕ!

Юпан 14-мĕшĕнче Фестивальпа çыхăннă пĕрремĕш караван иртнĕ. Вăл Шупашкарти 10-мĕш шкулта чĕлхе викторинипе пуçланнă. Унтан вара чĕлхесемпе паллаштаракан презентацисем пулнă.

Тепĕр кун юпан 15-мĕшĕнче пресс-конференци пулса иртнĕ тата çĕнĕ Шупашкарта караван ачасене тĕрлĕ чĕлхесемпе паллаштарнă.

понедельник, 17 августа 2009 г.

Чĕлхе фестивалĕ пулать!

Кăçалхи чĕлхе фестивалĕ Шупашкарта çак вăхăтра пулать: фестиваль эрни юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче пуçланать. Фестивалĕн тĕп кунăсем яланхи пекех шăматпа вырсарни кун юпан 17, 18 – мĕшĕнче пулать.